Шкулта вěренекен кашни ача ÿссен кам пуласси çинчен ěмěтленет. Кěçěнрех классенче чухне хěр ачасенченчен ытларахăшě лавкка хуçи ěçне кăмăлланине пěлгереççě. Кама илěртмест-ха, калăпăр, пěчěкрех чух пылак апат-çимěç? Ўсе киле вара пурнăçра кирлě, чуна каякан професси пирки шухăшлама пуçлатăн. Кама тухтăр е воспитатель, кама повар е кондитер,экономист, пушарник, бухгалтер, ветеринар, е агроном ěçě килěшет…
Пирěн сывлăх, кăмăл-туйăм мěнле аталаннинчен те нумай килет. Тутлă та паха апат-çимěçпе тивěçтерессишěн вара ырми-канми тăрăшма тивет.Иртен пуçласа каçченех ура çинче вěсем. Чăн-чăн апат ăсти пулас тесен пултарулăха та вěçěм ÿстерсе пымалла. Пурте аслă пěлÿ илеймěç.Паян çěршывра рабочи специальноçěсем питě кирлě. Ахальтен маар Чăваш Ен пуçлăхěн Михаил Игнатьевăн кăçалхи сентябрь уйăхěнчи Указěпе 2016 çул республикăра Ĕç çыннин çулталăкě пулать.
Шкул программинче çулсерен 9-мěш класра «Професси суйласси» элективлă курс пырать. Акă иртнě занятире тутлă апат пěçерсе, çитерекенсемпе пěр чěлхеллě пулса повар профессин вăрттăнлăхěсене алла илме шутларăмăр. Вуннăн - 4 арçын ачапа 6 хěр ача – кукăль пěçерме хутшăнчěç. Арçын ачасем куççуль витěр сухан шуратни те профессии тути-масине туйтарчě. Хěрачасем купăста тураса , чуста çăрса пулăшрěç. суханпа кишěр ăшаласа кукăль ăшě хатěрлерěç. Людмила Сергеевна Беловапа ăна ěçре пулăшаканě Людмила Васильевна Антонова пěчěк-пěчěк кукăльсен пичěсене хитрелетме вěрентрěç. Часах илемлě питлě кăпăшка кукăльсем пиçсе тухрěç. Питě тутлăскерсене пěрле сěтел астиврěмěр.
Чутей шкулěнчи поварсене тараватлăхěшěн, тăрăшулăхěшěн тав сăмахě калатпăр. Куллен тутлă апат-çимěç пěçереççě вěренекенсем валли. Менюна тěрлě салатсемпе те пуянлатаççě. Хăш-пěр рецепчěсемпе ачасене те паллаштарма вăхăт тупаççě. Тěрлě пахча çимěç сывлăхшăн усăллă пирки ăнлантарма манмаççě. Вěсем панă чуста рецептне вулакансене сěнетпěр.
6 апат кашăкě çăнăх, 100гр. çěпре, 3 стакан шыв, 1чей кашăкě тăвар, 4 апат кашăкě сахăр песукě-пурне те пěрле лайăх пăтраштарса 15 минутлăха ăшă вырăна лартмалла. Ун хыççăн 1 стакан тип çупа 8 стакан çăнăх хушса чуста хатěр пуличчен çăрмалла.
Л.Михайлова, Чутей ялě