Чăвш Республикинче юпа уйăхěн 15-мěшěнчен тăван тавралăха таса та тирпейлě тытас тěлěшпе „Бумажный бум” проект вăя кěнě.
Чутей шкулěн библиотекарě Н.К. Филиппова кěрхи каникул вăхăтěнче „Кивě хута - иккěмěш пурнăç” акцие хутшăнас ыйтупа шкул ачисемпе учительсене хăй патне пуçтарчě. Çěршывшăн усăллă ěçе пурте активлă пуçăнчěç, вěренме юрăхсăр кěнекесене пуçтарса шпагатпа тирпейлěн çыхса хучěç. Вěренÿ пÿлěмěсенчи кивě кěнеке-тетрадьсене те пěр çěрелле пуçтарчěç. Пуçтарăнса пынă кивě хута ăсатмалли вăхăтне кěтетпěр.