Каникул вăхăтěнче ачасем шкул алăкне уçман кун та пулмарě.Директорăн воспитани енěпе ěçлекен çумě Л.И. Титова йěркеленě программа тăрăх пурнăçланса пычěç мероприятисем.Чи малтанхи куна сывлăха çирěплетессине халалларěç. Кěçěн класс ачисем тěрлě вăйă выляса савăнчěç. Тепěр кунне аслă классем вěрентекенсемпе волейболла выляса мала тухрěç.
Чутей шкулěн библиотекарě Н.К. Филиппова „Кивě хута - иккěмěш пурнăç” акцие хутшăнас ыйтупа шкул ачисемпе учительсене хăй патне пуçтарчě. Пурте ěçе активлă пуçăнчěç, вěренме юрăхсăр кěнекесене пуçтарса шпагатпа тирпейлěн çыхса ăсатрěç.
Каникулти чи пысăк пулăм вăл - шкул ачисемпе амăшěсем ертсе пыракансемпе пěрле Шупашкара спектакль курма кайни .35 вырăнлă автобуспа инçе çула тухрăмăр,ушкăнра - 3- 11-мěш классенче вěренекенсем. Уйрăмах вун пěрмěш классем çунатланчěç. Тахçантанпах ěмěтленнě-çке вěсем шкул пěтериччен çул çÿреве тухма!
К. В.Иванов ячěллě Чăваш академи драма театрěнче чăвашсен чи юратнă поэчě çинчен „Вěри юнлă çемçе чун” ятлă спектакль куртăмăр. 25 çул çеç пурăннă поэтăмăр Константин Иванов рольне Валерий Карпов артист питě ăста вылярě. Çамрăк сăвăç ашшě килěнче тата Чěмпěр хулинчи И.Я.Яковлев шкулěнче тěрěслěхшěн мěнлерех çуннине кăтартса пачě.
Юрри-ташшисем питě килěшÿллě. Чăн-чăн чăваш кěввисем янăраççě. Улах ларнине, çамрăсем вăййа тухнине ěненмелле вылярěç артистсем.
Спектакль хыççăн ачасем хăйсен шухăш-кăмăлěсемпе пайларěç. Лида Шоркинапа Женя Петровăн (11кл.) шухăшěсем:: „Артистсенчен кашниех хăйсен ролěпе тыткăнларě куракана. Кунтах Чěмпěр шкулěнче вěренекен çамрăксен шÿчě, савăнăçě, кулянăвě, тарăхăвě. Поэт ашшěн хытăлăхě, тискерлěхě. усаллăхě, чеелěхě курăнать. Ку спектакле кашни чăваш ачин курмалла, пěрре те ÿкěнмěр”. Варя Скворцова (9кл)_ „Чěмпěр шкулěнче вěренекен çамрăксен тыткаларăшě, калаçăвě кăмăла кайрě. Уйрăмах хамăр ентеш, Тăрмăшра çуралса ÿснě Сергей Иванов артист çамрăк Иоаким Максимов –Кошкинский рольне ăста вылярě. Чи хурлăхли вара - К.В.Иванов ÿпкепе чирлě пулни. Час-часах ÿсěрет, вилетěп пуль, тет, Ăна питě шел пулчě”.
Кěçěнрех класри ачасене те килěшрě спектакль. Вěсем шур сухаллă аслă улăпа,чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлева „чăннипе” курнăшăн хěпěртерěç. Акă мěн пěлтерчěç Каринăпа (3кл.) Лена(4кл):”Питě сумлă утать, çирěппěн калаçать, кирлě чух вăрçса та илет. Шкул ачисем унран хăраса тăраççě, тарса та пытанаççě”.
Пěтěмěшле каласан спектакль пурин кăмăлне те кайрě, татах та театра килес кăмăл çуралчě. Тавах чăвашсен пултаруллă артисчěсене, чăваш культурине çÿле çěклекенсене. Шкул директорне А.В.Гуринăна çула тухма ирěк панăшăн тав тăватпăр.
Л. Михайлова, Чутей ялě