Юпа уйăхěн 21-мěшěнче Тăвайěнче 5-мěш класра вěренекен Лера Куприяновăпа Дима Орлов, 7-мěш класри Евгения Шерне, Анна Титова, Ангелина Шамбулина, Артем Статьев К.В.Иванов çулталăкне хутшăнса Н.Ытарай çырнă „Акатуй” пьеса тăрăх юмах лартрěç. Хăйсен ролěсене аван выляса кăтартрěç, сцена çинче пурте тăрăшуллă пулчěç. Ачасен чун-чěрисенче хавхалану, савăнăç çуралчě. Вěсем татах та çěнě рольсем илсе „Аннесен кунě” уява ” хутшăнма килěшрěç. Маттур ачасене малашнехи творчествăлла пултарулăхра ăнăçусем сунатăп.
Ачасене тум хатěрлеме, усăллă канашсем пама пулăшнă педагог-пенсионера Зинаида Николаевна Ивановăна тав тăватпăр.