Сывлăх – пурнăçра кашни çыншăн чи хаклине асрах тытмалла. Кун çинчен эпир вěренекенсемпе куллен калаçатпăр. Çавна май час-часах «Сывлăха сиенлекен япаласем», «Тěрěс апатланасси», «Сывлăх – чи кирли» ятпа калаçусем ирттеретпěр, сывлăх хуралçисемпе тěл пулатпăр. Нумаях пулмасть 9-мěшсемпе «Мы – здоровые и сильные» презентаци пăхрăмăр. Унта хăйсем çинчен çутатса панă материалсемпе усă куртăмăр. «Сывлăх хамăр алăра, ăна куç шăрçине упранă пек упрас пулать. сиенлě йăла-йěркерен аякра тăрасчě» тесе пěтěмлетÿ турăмăр.