Класс сехетěнче «Гимн, герб, ялав - «Раççей патшалăх символěсем» ятпа калаçу ирттертěмěр. Чи малтан 9-мěш класс ачисем патшалăх символěсем хăçан тата епле пуçланса кайни çинчен калаçрěç. Ун хыççăн презентаци куравěпе пěрле «Патшалăх символěсем - чăваш халахěн мухтавě" викторина ирттертěмěр. Кашни ача ку ěçе активлă хутшăнчě. Виççěмěш тапхăрта 9-мěш класра вěоенекен Горшкова Ксения хăйěн сăввине, Колотушкина Анастасия «Чăваш çěршывěн патшалăх символěсем» хайлавěпе паллаштарчěç.
Ачасем Тăван çěршыва чунтан парăнса пурăнма, унăн чысне яланах çÿле çěклеме, ăна хÿтěлеме хатěр пулнипе савăнтарчěç.