Курăка картана пуçтартăмăр

Ватăсене лулăшасси -  кашни сывă çыннăн тивěçě. Ытти шкул ачисем пекех ватăсем  патне васкарăмăр 9-мěш класс ачисемпе. Шăпах пирěн тěле кил карти хыçěнче курăк пуçтаракан Ваçис  аппа пулчě. Часах кÿршě-аршăран кěреплесем пуçтартăмар. Ана çинчи курăка картасем туса хутăмăр.  Эпир те хамăр вăхăтра пулăшма ěлкěрнěшěн савăнтăмăр. Ваçис аппа вара çав тери хěпěртерě. «Питě пысăк тав сире, тăрăшса вěренмелле пултăр, сывлăхлă пулăр»,- тесе ăсатрě, чей ěçме сěнчě. Курăкě типсе çитсен пуçтарса кěртме те хатěр эпир.