Эмел курӑкě пухаҫҫě

 

         Ҫу уйӑхěнчен пуҫласа авӑн уйӑхěчченех тӑсӑлать эмел курӑкě пухмалли вӑхӑт. Чутей магазинě ҫěртме уйӑхěн вěҫě тěлне 800 кг ытла курӑк пухнӑ та ěнтě. Ку енěпе чи хастаррисем-  А.Митрофановӑпа/ 80 ҫултан иртнě/ Г.Уездная. Вěсем 1ц ытла типěтнě эмел курӑкě хатěрлесе панӑ. Ҫавӑн пекех Е.Шамбулина, Л.Кузнецова, Л.Бараматова, Ю.Жаркова, Л.Васильева, Е.Андреева вěлтрен, шӑнӑр курӑкě, хурӑн ҫулҫи, чӑрӑш тӑрри, шěпěн курӑкě тӑрӑшса пухаҫҫě. Шкул ачисем те / Д.Степанов, Л.Фомин, А.Шамбулина, Н.Гордеев, Г.Степанов/ маттур ҫак ěҫре. Ҫемьене те, чирлě ҫынсене те питě пысӑк пулӑшу параҫҫě вěсем.

       Паха чěр тавара С.Колотушкина сутуҫӑ йышӑнать. Ку магазинта ěҫлеме пуҫлани  20 ҫул  ҫитрě унӑн. «Иртнě ҫулсенче ҫу каҫа 1тонна ытла пухни те пулнӑ»,-тет вӑл. Кӑҫал вара тата ытларах хатěрлессе шанас килет »,-тет вӑл.