Ачалӑх ҫěр-шывěнче

          Ачасем - пирěн савӑнӑҫ, пирěн пуласлӑх, ватлӑх кунěнче тěрек те. Вěсем - пурнӑҫ чечекěсем, ылтӑнран та хаклӑ.

        Ҫěртме уйӑхěн 1-мěшěнче, ачасене хӳтěлемелли кун, Чутейре уяв пулчě . Ӑна культура ҫурчěн директорě В. И. Волкова ертсе пычě. О.Титовӑпа А. Рожкова ӑна пулӑшса пычěҫ. О.Титова ачалӑх ҫинчен хаваслӑ юрӑ шӑрантарчě. пуҫларě уява.  А.Рожкова хӑйěн хитре ташшисемпе куракансене тěлěнтерчě. Ачасем патне хӑнана Базилио кушакпа /З. Н. Иванова/ Алиса тилě /И. Андреева/ те килчěҫ. Вěсем пухӑннисене тěрлě вӑйӑ выляттарчěҫ. Ачасем тупмалли юмахсен, викторинӑсен ыйтӑвěсене хуравларěҫ,тěрлě енлě тупӑшрěҫ. Ташӑсен конкурсěнче тӑватӑ ҫулхи А. Кабартова чи маттурри пулчě. Базилио кушакпа Алиса тилě Ачалӑх ҫěр-шывěнче пурӑнакансене тутлӑ ҫимěҫпе сӑйларěҫ. Пěчěкскерсем тулли кӑмӑллӑ юлчěҫ.