Тӑван ҫěр - шывӑн тӑнӑҫлӑхне сыхласси - вун сакӑр ҫул тултарнӑ сывлӑхлӑ кашни арҫын ача тивěҫě. Пулас салтакӑн вӑйлӑ, кěрнеклě, ҫирěп сывлӑхлӑ пулмалла. Ун пек пулас тесен спортпа туслашмалла, сӑра, эрех, пирус айккинче тӑччӑр.
Чутейри пěтěмěшле пěлӳ паракан вӑтам шкулта арҫын ачасем сывлӑха пысӑк тимлěх уйӑраҫҫě, спортра ҫитěнӳсем тӑваҫҫě. Вěсем ҫулсерен волейболла, хоккейла, футболла выляса районта малти вырӑнсем йышӑнса пыраҫҫě. Чи маттуррисен йышěнче: Ю. Петров, Е.Петров, А.Самарин, Р.Петров, И.Юркин, А.Малов, П. Муштаков, С.Яклашкин, Д.Волков, А.Гурин.
Паллах, ӑнӑҫу физкультура урокне ертсе пыракан В.В.Шамбулин вӑй хумасӑр пулмасть.
Унсӑр пуҫне шкул директорě Л.В.Бельский тхеквондо секцине ертсе пырать. Кěрешӳ мелне пěрремěшсенчен пуҫласа 11 классем таранах кӑмӑллаҫҫě.Спортра вӑйлисенчен 8 класра вěренекен Евгений Петрова палӑртса хӑварас килет. Районта ирттерекен тěрлě ӑмӑртусене хутшӑнать вӑл: футбол, волейбол, баскетбол, хоккей вӑййисене, чупассипе, кире пуканě йӑтассипе, кěрешессипе. Евгений район, республика тулашěнче ирттерекен ӑмӑртусенче те хастар. Самара, Ульяновск, Ҫěрпӳ, Шупашкар хулисенче, Елчěкре пулса курчě. Елчěкре регионсен хушшинче пиҫиххи ҫыхса кěрешессипе ирттернě «Воин-афганец» вӑййинче хайěн виҫе категорийěнче 2 вырӑн йышӑннӑ, Ҫěрпӳре А. И. Руни СССР спорт мастерне халалласа ирттернě кěрешӳ вӑййинче ҫěнтернě. Самара, Ульяновск хулисенче 4-мěш пулнӑ. Районта республика шайěнче ирттернě ҫак спорт ӑмӑртӑвěнче хайěн виҫе категорийěнчемалти вырӑна тухнӑ. 8 класс ачи медальпе диплома тивěҫнě . Сӑмах май каласан, унӑн аппӑшě те, 10 класра вěренекен Н.Петрова, ҫак кěрешӳре хěр ачасем хушшинче иккěмěш вырӑн йышӑннӑ.
Петровсен ҫемйинче тӑватӑ ача. Пурте спортпа туслӑ. Пиччěшě Александр Канашри Кӑнтӑр РЭСра мастерта вӑй хурать. Кӑҫал вӑл республикӑри тěрлě районсенчи энергетиксен хушшинче йěлтěрпе чупса икě хутчен пěрремěш вырӑн ҫěнсе илнě.
Ку вěренӳ ҫулěнче Женя районта ирттернě тěрлě предмет ( физкультура, технологи, биологи ) олимпиадисен ҫěнтерӳҫи пулнӑ.
Районта ҫулсерен ирттерекен чупусенче, марафонсенче, кроссенче Ю.Петров (5-8 класра вěреннě вӑхӑтра) малти вырӑнсене кӑна йышӑнса пынӑ. Кӑҫал вара П.Муштаков 3 вырăн, Н.Белкова 1-мěш вырăнсене çĕнсе илчěҫ. А.Самарин йěтре ывӑтассипе виҫҫěмěш пулчě.
9 класра вěренекен Ю.Петров, А.Самарин, И.Юркин, О.Матвеев, С. Иванов, А.Иванов та футбол, хоккей, волейбол, баскетбол ваййисене юратаҫҫě.
Вӑтам ӳсěмри хěр ачасем (М.Михайлова, Л.Шоркина, Т. Походкина, Н.Белкова, С.Титова, О.Цырулникова) те шкул чысне тěрлě ӑмӑртура хӳтěлеҫҫě.
Ҫу уйӑхěнче районта ирттернě эстафетӑра Чутей ачисен команди пěрремěш, ишессипе иккěмěш вырӑна тухрěҫ. 800 м чупса Евгений Петров пьедесталӑн пěрремěш картлашки ҫине хӑпарчěе. Аслӑ Ҫěнтерӳ пулнӑранпа 68 ҫул ҫитнě ятпа ирттернě марафонта Н.Белкова палӑрчě.
Медальсем, грамотӑсем, дипломсем.Акӑ ӑҫта вӑл ҫěнтерӳ хакě, чысě- мухтавě
Малалла та спортпа туслӑ пулар, ачасем! Сывлӑхшӑн тӑрӑшар!
З.Иванова