Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Чăваш чĕлхи эрни кунĕсенче  ирттерме палăртнă сăвă конкурсне тепĕр куна куçарса, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцине хутшăнма тÿр килчĕ. Уроксем пынă хушăрах хăш-пĕр класри ачасене пĕр сехет валли чăваш чĕлхи пÿлĕмне пуçтартăмăр. Вĕсем чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ текста Чăваш наци радиовĕ урлă çырма пултарчĕç. 7-мĕш класри Титова Оксана, Орлов Дмитрий, 8-мĕш класри Михайлова Мария, Петров Евгений, 9-мĕш класри Титова Светлана хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.