Литература монтажĕ

 Шкулсенче халĕ чăваш чĕлхи кунне уявласси йăлана кĕчĕ. Пирĕ шкулта та  аслă вĕрентекенĕмĕре, И.Я.Яковлева,  халалласа тĕрлĕ мероприяти иртет. Паян 8-мĕш класс ачисем чăваш улăпĕ 165  çул тултарнине халалласа, унăн хисеплĕ те сумлă ятне чысласа литература  монтажĕ ирттерчĕç. И.Я.Яковлев тăван халăхшăн нумай ырă ĕç тунине палăртса илемлĕ сăвă йĕркисем янăрарĕç. Унăн халалĕнчи тарăн шухăшсене ăша хыврĕç. Чăваш халăхĕ хăйĕн чаплă ывăлĕпе мухтанать, ăна тав тăвать.