Урок «Пĕр-пĕринпе тупăшар, туслăха çирĕплетер»

Чăваш чĕлхи эрнелĕхне малалла тăсса уçă урок иртрĕ.  Вăл 5-6- мĕш классем хушшинче хаваслă ăмăрту евĕрлĕ пулчĕ.  Урок    «Пĕр-пĕринпе тупăшар, туслăха çирĕплетер» девизпа пуçланчĕ.  Вĕрентекен аслă çулпуçăмăрăн пурнăç тапхăрĕсемпе паллаштарнă хыççăн  ачасем  тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç. Чăваш чĕлхинчи наука пайĕсем тăрăх хатĕрленĕ ыйтусем ачасемшĕн кăсăклă пулчĕç. Хамăр таврара ӱсекен йывăç ячĕсене, тыр-пул сорчĕсене вырăсла куçарасси те алла словарь тытма хушрĕ. Ĕçре ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем пулни те ачасене хавхалантарчĕ. Ăмăртура девизпа килĕшӱллĕн  туслăх çĕнтерчĕ.