Стартовала неделя чувашского языка

 Ака уйăхĕ. Пĕтĕм тĕнче хĕл ыйхинчен вăранать… Шăп çак вăхăтра И.Я.Яковлев тĕнчене килнĕ. Патриарх çуралнине халалласа акан 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлама палăртнă. Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхине халалланă эрне уçăлчĕ.  Вăл ака уйăхĕн 19-26-мĕш числисенче  пулать. Шкул ачисем  эрне вăхăтĕнче иртекен мероприятисен планĕпе паллашрĕç. Хамăрăн аслă çулпуçăмăр И.Я.Яковлев 165 çул тултарнине палăртса  уроксем ирттерчĕç.  Шкул библиотекарĕ  Н.К.Филиппова И.Я.Яковлев  пурнăçĕпе пултарулăхне кăтартакан кĕнеке выставки йĕркелерĕ.