Чутейре пурăнакан Зоя Матвеевна Яклашкина çинчен манăн сăмахăм. Ун пирки район хаçатĕнче «Пулăшать Зоя аппа» , «Ялти тухтăр» статьясем пичетленнĕччĕ. Унăн пурнăçĕ çинчен ытларах пĕлес тесе каллех Зоя аппа патне çул тытрăм. Ватă çынсем ялта сахаллансах пыраççĕ.Ҫамрăк ăру ĕлĕкхи тертлĕ пурнăç çинчен пĕлтĕр, ватăсене хисеплеме вĕренччĕр , пулăшччăр тесе шутларăм.
Зоя Матвеевна килĕнче пĕччен мар: Венера хĕрĕ, кинĕ тата мăнукĕ. Сăмах çăмхи малалла сӱтĕлнĕ май, эпĕ унăн пурнăçĕ çинчен нумай пĕлтĕм.
Зоя - Киччĕ хĕрĕ. Вĕсен çемйинче 6 ача пулнă. Килте асли пулнипе унăн кĕтӱ хăвалама, пăру çитерме кайма, хурсене, сурăхсене пăхма тивнĕ. 5- мĕш класа Амалăх шкулне вĕренме çӱренĕ.
«Эпир 4 хĕр ача пурăнаттăмăр. Хваттер хуçи колхоз валли çăкăр пĕçеретчĕ. Вăл пире те шкула кайиччен квас çăртаратчĕ. Шкултан килнĕ çĕре çăкăр пиçсе тухнă. Вара эпир ăна çуна çине тиесе колхоза леçеттĕмĕр»,- тесе аса илет Зоя аппа.
6 класра вĕренекенсене Канашри вакунсем юсама илсе кайнă. Шуç татăкĕпе шăтăксене çапмалла пулнă. Зоя шкулта лайăх вĕреннĕ. Арифметика юратнă предмет шутланнă. Тен, аслашшĕпе ашшĕ лайăх математик пулнинчен те килнĕ ку. 12 çулта хĕр ача амăшĕпе пĕрле ыраш вырма тухнă. «Кунне 1 çын пуçне çур килограмм тырă панă. Аннепе иксĕмĕре 1 кг тиветчĕ» -, тет Зоя Матвеевна.
Каникул вăхăтĕнче Шăмăршă вăрманне туратсем çунтарма янă. Вун пиллĕкрех Канаша элеватора лашапа тырă турттарма çӱренĕ. Хĕр ача вун тăватă çул тултарсан хăрушă вăрçă пуçланнă.
Йывăр вăрçă вăхăтĕнче мĕнпе тăранса пурăннипе кăсăкланăм. Ватă çыннăн сăнĕ кичемленчĕ.
«Ҫиме çăкăр пулман,- тесе пуçларĕ Зоя аппа. – Крахмалтан çăкăр пĕçернĕ. Серте, шĕшкĕ çулçи яшки пĕçернĕ, çĕр улмисĕр, паллах. Мăянран, тӱсе кăшт çанăх ярса, çăкăр пĕçерсе çинĕ. Утă çулнă вăхăтра колхоз апат çитернĕ. Уйра тырра çурлапа вырса пĕтернĕ хыççăн ӱксе юлнă пучахсене пуçтарса килте ал арманĕпе кĕрпе авăртса пăтă пĕçернĕ. Питĕ тутлăччĕ».
Вун çиччĕре чухне Тĕмер вăрманне вутă касма кайнă вăл. 1947-1952 çулсенче Владимир облаçĕнче торф кăларнă çĕрте вăй хунă.
Ĕçленĕшĕн укçа панă, илсе килнĕ çитсăран çемье валли тумтир çĕлетни халĕ те унăн асĕнче.
Ҫăнăх пулманнипе Канаша кайса çĕр улмине тырăпа улăштарнă. 32 михĕ çĕр улмине 5 михĕ тырăпа улăштарса килнине те аса илчĕ тыл ветеранĕ.
Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕ Зоя Матвеевнăн: фермăра ĕне сунă, пăру, сысна, сурăх пăхнă. Кантăр çапнă. Ҫĕр улми, кăшман, хăмла пайĕсем илсе ĕçленĕ. Промпахчара тĕрлĕ çимĕç ӱстернĕ. Утă, пăрçа çулнă çĕрте те тăрăшнă.
Пенсие тухсан та чылай хушă тăван колхозра вăй хунă. Ялта культура çурчĕ, шкул тунă çĕре те хутшăннă хастар хĕрарăм. Ахальтен мар çирĕмри хĕре 1947 çулта СССР Верховнăй Совет Президиумĕ кăларнă указпа «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.
З. М. Яклашкина ĕçри çитĕнӱсемшĕн хаклă парнесемпе грамотăсем илме тивĕçлĕ пулнă. Мăшăрĕпе Владимир Гавриловичпа 8 ача пăхса ӱстернĕшĕн «Ача амăшĕ героиня» ятне панă. «Ача амăшĕн мухтавĕ» ордена , «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.
Зоя Матвеевна кулленхи пурнăçра çынсене пысăк пулăшу панине манар мар. Асламăшĕнчен вĕренсе юлнă ăсталăх - сикнĕ ал- ура шăммисене лартасси.
Асамлă алăллă Зоя аппа 85 çулта. «Хаçатсене куçлăхсăрах вулать-ха»,-тет юратнă амăшĕ çинчен хĕрĕ. Чылайччен калаçса лартăмăр çапла Зоя Матвеевнапа. Пултаруллă хĕрарăма çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр. Ҫынсене татах та нумай ырă тума пултартăр.
З. Иванова, обществăлла корреспондент. Чутей ялĕ.