Тăвайĕнчи тĕп больницăра юсав ĕçĕсем вĕресе тăраççĕ. Сиплев çурчĕ кунсерен илемленсе, çĕнелсе пырвть. Больница ĕçне ертсе пыракан Нина Николаевна Бурдасова 1978 çултанпа вăй хурать сывлăх хуралĕнче. Çынран пĕрре те татăлмасть тĕп больница: пĕрисем тухтăрсенчен сĕнÿ-канаш ыйтма, теприсем тĕрлĕ чиртен сывалас шутпа çÿреççĕ. Асли каланине кĕçĕнни тăнлать тенĕ пек, больницăн пур уйрăмĕнче те медицина ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Уйрăмах мăшăрăн ĕçлекен Николай Александровичпа Ольга Валентиновна Димитриевсем, Анатолий Ивановичпа Людмила Николаевна Игнатьевсем çинчен чи ырă сумлă сăмахсем калас килет. Вĕсем çĕршер çынна тĕрлĕ чир-чĕртен сыватаççĕ, чăннипех те парăннă хăйсен ĕçне.
Тепĕр чухне çепĕç чĕлхе-çăвар та чирлĕ çынна эмелрен пахарах пек туйăнать. Кунта нумай çул хушши ĕçлекен Елена Егоровна, Лидия Григорьевна, Лидия Павловна, Ольга Васильевна, Геннадий Иванович, Алексей Николаевич, Маргарита Ивановна, Людмила Александровна, Владимир Сергеевич, Татьяна Дмитриевна Кондратьев?, Татьяна Дмитриевна хăйсен ăшшипе, ĕç опычĕ-пĕлĕвĕпе чирлисене сыватма пулăшаççĕ.
Хаклă шурă халатлă ĕçченсем, медицина работникĕсем! Сире пурне те эпĕ çеç мар, ытти нумай çын ырă ăшă сăмах калать. Хама операци тума пулăшнă Николай Александрович хирурга, Антонина Витальевна медсестрана, çĕре çити пуç таятăп. Куллен сывалса пынă вăхăтра пирĕншĕн тимлекен медсестрасене, пÿлĕмсенчи тирпей-тасалăхшăн тăрăшакансене чун-чĕререн тав тăватăп. Чирлисене хăвăртрах ура çине тăратас ĕçре апат пĕçерекенсен, валеçсе паракансен тÿпи те пысăк. Хирурги уйрăмĕпе гинекологи уйрăмĕсем пĕр постра пулни кунта ĕçлекенсен хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл ĕçлеççĕ маттур ĕçченсем. Кăрлач уйăхĕнче кăна акă миçе тĕрлĕ суран, темиçе тĕрлĕ чиртен сыватма тивнĕ шурă халатлă тухтăрсемпе медсестрасен. Пĕр уйăхра кăна Николай Александрович хирургăн алли витĕр 28 çыннăн пурнăçĕ тухнă. Пĕлтĕр вара хирургсем 156 çынна операци хыççăн ура çине тăратнă. Гинекологи уйрăмĕнче вăй хуракансене: Лидия Павловнăна, Ольга Валентиновнăна, Нина Николаевнăна , Зинаида Федоровнăна тата ыттисене тĕрлĕ чиртен сипленнĕ, йывăр çын пулнă хĕр арăмсем те тав тăватççĕ. Çавăн пекех терапи тата ача-пăча уйрăмĕсенче ырми-канми ĕçлекенсене Надежда Петровнăна, Вера Сергеевнăна тата ытти ĕçченсене пысăк тав. Иртнĕ çулта 80 çул урлă каçнă аннене икĕ хутчен те больницăна йышăнчĕç терапевтсем, сыватса кăларчĕç. Халĕ майĕпен çӱрет-ха. Тавтапуç сире пурне те. Хам ятран пур медицина работникне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.