«Акконд- агро фирма» обществăн районти сĕт-çу цехне çитсе курас ĕмĕт маларах та çуралнăччĕ-ха. «Ял ĕçченĕ» хаçатра А. Никитина журналистăн статйипе паллашни унта курса çÿрени çинчен çырма хавхалантарчĕ. Пĕрре Чутей шкулĕн директорĕ Л.В. Бельский экскурсие кайма , тепре «Акконд- агро фирма» обществ пуçлăхĕ В.П. Иванов экскурсие йышăнма ирĕк панăшăн 6-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен савăнăçне пытарайман,ав. Хăйсен шухăш-кăмăлне хаçата çырса пĕлтерме те ÿркенмерĕç.
çыраççĕ вĕсем: Настя Колотушкина: «Сĕт-çу цехĕнче эпир хамăрăн класс ертÿçи Михайлова Л.А. тăрăшнипе пултăмăр. Кунта пире пурне те питĕ килĕшрĕ. Цехсем тăрăх ертсе çÿрекен Олеся Ардалионовна технолог, çамрăк та илемлĕскер, кунти ĕçченсемпе хаваспах паллаштарчĕ. Туса илекен продукци таврари ялсене çеç мар, Шупашкара çитиех ăсанать иккен. Тутанса та куртăмăр. Эх, мĕн тери тутлă!».
Ксюша Горшкова: «Акконд- агро фирма» пуçлăхне Вячеслав Павлович Иванова пурин ячĕпе те курса çÿреме ирĕк панăшăн тав тăватпăр. Мана ытларах экскурси вăхăтĕнче сыр еплерех туни кăмăла кайрĕ. Хатĕр продукци холодильникре вунă сехет тăрать.
«Адыгейский» ятпа лавккасенче сутăнать. Ятне темшĕн урăхларах, чăвашларах, парас килет».
Олеся Захарова: «Сĕт-çу цехĕнне кĕме пире производство начальникĕ Фомин В. Н. кĕтсе илмеллеччĕ. Вăл пушă мартан часах пирĕн пата пике тухрĕ. Ятарлă тум тăхăнса ун хыççăн утрăмăр. Пĕрремĕш цеха кĕрсенех çÿлте шап-шурă пăс курăнса кайрĕ.. Сыр пĕçерекен Лариса Васильевăпа Анастасия Ефремова хăйсен ĕçĕнче вăр-вар пулнине тĕлĕнсе пăхрăмăр. Вĕсем ăна пĕçерсе пресларĕç, каярах хатĕр продукцие холодильнике хучĕç. Пĕчĕк ачана юратса ачашланă пек сыра та тăварпа «ачашлаççĕ». Акă мĕнле пулать иккен сыр!»
Андрей Волков: «Сĕт-çу цехне кайса курма ĕмĕтленни пурнăçланчĕ. Илсе кайса килнĕ Ваççа тетене (Василий Андреевич Волкова) пысăк тав сăмахĕ калатпăр».
Наташа Иванова: «Эпĕ те ÿссен çакăн пек цехра ĕçлеме ĕмĕтленетĕп. Ертсе çÿрекен пире çапла каларĕ: «Питĕ тăрăшса вĕренмелле, уйрăмах хими тата биологи предмечĕсене юратмалла». Хамăн ĕмĕт пурнăçланасса шанас килет».
Варвара Скворцова: «Сĕт-çу цехĕнче тăватă тĕрлĕ сĕт тунине пĕлтĕмĕр. Çур литрлă хутаçсем çине тултарнă çĕрте Ирина Дмитриева оператор-фасовщица тата Николаев Роберт слесарь-наладчик вăй хуратчĕç. Вĕсен ĕçне темĕнччен сăнаса тăтăмăр. Питĕ матур та çăмăллăн ĕçлеççĕ».
Наташа Колотушкина: «Кунти çĕнĕ оборудовани, пултаруллă ĕçченĕсем, паха продукци– пурте питĕ килĕшрĕç».
Сергей Алексеев: «Чи пĕрремĕш цеха кĕрсенех пире ертсе çÿрекен асăрхануллă пулма ыйтрĕ. Вĕçне çитичченех тирпейлĕ пултăмăр. Пĕр сехете яхăн курса çÿрерĕмĕр, экскурси питĕ интереслĕ пулчĕ. Хĕр ачасен кунта ĕçлесе пăхас шухăш та çуралчĕ. Киле таврăннă чух та хамăр ĕмĕт-шухăшсене пĕр-пĕринпе пайларăмăр».
Аркадий Егоров: «Эпĕ пĕр сменăра продукци мĕн чухлĕ тухнипе интереслентĕм. Кун çинчен пире технолог каласа кăтартрĕ: «Варенец, ряженка 500кг, кефир 1 тонна таран, тăпăрчă 150кг, сыр 200кг, хăйма 400кг туса кăлараççĕ. Çак продукцие хатĕрлесе кăларма пурте пĕтĕм вăйран тăрăшса ĕçлеççĕ».
Сĕт-çу цехĕнче вăй хуракансене, халăх патне сĕт юр-варĕнчен тунă продукцие илсе çитерекенсене тав тăватпăр. Эсир кăларнă продукци малашне те тутлă та сĕтеклĕ пултăр.