Маттур хӗрачасем

                                        

    Сывлăха укçапа илеймĕн.Cпортпа туслашсан, сывӑ пурнăç йĕркипе пурăнсан кăна çирĕп  вӑйлӑ-халлӑ пулӑн. Сывлӑха ачаран упрамалла.

   Шкулта та, районта та куллен тенĕ пек спорт ӑмӑртӑвĕсем иртеҫҫĕ. Акӑ волейболла, баскетболла выляса шкул командисем хушшинче маларахри ҫулсенче пирĕн хĕрсен ушкӑнĕ тӑтӑшах палӑрнӑ.Мĕншĕн тесен спотӑн ҫак тĕсĕсемпе 3-4 класранпах  туслă вĕсем. Е.И. Шамбулина тренер патĕнче ӑсталӑха туптанӑ ҫак пултаруллӑ вĕренекенсем-Н. Петрова, А. Чайкина, А.Андреева,А.Титова,

Н.Белкова, О. Цырульникова, Е. Яклашкина, Т. Шамбулина,А.Шамбулина.Халĕ  çак ĕçе В.В.Шамбулин физрук йĕркелесе пырать. Вăл вĕрентме тытăннăранпа та нумай çитĕнӳ тунă:кубоксем, дипломсем, грамотăсем илнĕ,юлашки ҫулсенче волейбол –футбол турнирĕсенче 1-3 вырӑнчене тухнӑ. Уйрăмах палăрнисене -Н.Петрова, А.Чайкина, А. Андреева  тушкилсемпе пĕрле 1 зонӑри ӑмӑртусенче район чысне хӳтĕленĕ. 2 зонӑри вӑйӑсене те хутшӑннӑ , иккĕмĕш вырӑн йышӑннӑ.

      Спортра кӑна мар, вӗренỹре те маттур ҫак хӗр ачисем. ҫирĕп сывлăх, телей , пур енĕпе ӑнӑҫу сунас килет вĕсене.

                                                                                                                  З. Иванова.

                                                                                                                    Чутей    ялӗ.