Хисеплĕ ĕçтешĕмĕр В.Р. Андреева хăйĕн кун-çулне шкул пурнăçĕпе çыхăнтарнăранпа кăçалхи çурла уйăхĕнче 35 çул çитет. Унăн ашшĕ Роман Павлович Куракин та çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитании парас ĕçре вăй-халне шеллемен. Амалăх, Чутей шкулĕнче учительте, директорта ĕçленĕ. Ҫав çулсенче Амалăхра шкул çурчĕ çĕкленнĕ. Хĕрĕ Валентина Романовна ашшĕн пархатарлă çулне суйласа илнĕ.
Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă çулнех заочно йĕркепе аслă пĕлӱ илес тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне çул тытнă. Ҫав вăхăтра Мучар ялĕнче ачасене вĕрентме пуçланă..Ĕçлесе вĕренме çамăлах пулман ĕнтĕ çамрăк учительницăна. Чутейрен çӱресси те, кĕрлĕ-çурлă çанталăкра юхан шыв урлă каçасси те хăратман хĕр-упраçа. 1979 çулта ял каччипе Геннадий Ильич Андреевпа мăшăрланнă вĕсем. Ҫемье çавăрнă хыççăн тепĕр çултан çамрăк хĕрарăм тăван шкула ĕçлеме куçнă. Виççĕмĕш класа шанса панă ăна. Унтанпа вара 8 кăларăма «çунатлантарса» кăларнă, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне вĕçтерсе янă. Мĕнле кăна профессипе ĕçлемеççĕ-ши вĕсем? Манмаççĕ шкулти амăшне. Халĕ саккăрмĕш класра вĕренекенсенм унăн воспитанникĕсем. Вăл хăнăхтарнă-çке вĕсене пĕлӱ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тума – çырма, шутлама, вулама, ыррине усалтан уйăрма… Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн пĕрле савăнать, кăлтăк-çитменлĕхсем пулсан ачасемпе ăшпиллĕн калаçмасăр та чунĕ лăпланмасть. Ырă сĕнӱ-канашсем парать, пĕлӱ çулĕ çине çирĕппĕн тăмаллине асăрхаттарать. Эпĕ те, нумай ашшĕ-амăшĕ пекех, чун-чĕререн тав тăватăп Валентина Романовнăна. Вăл аслă ывăлпа вăталăх хĕрĕн юратнă вĕрентекенĕ пулнă-çке. Ĕçтешĕмпе калаçнă май, класра ачасен йышĕ тĕрлĕ çулсенче мĕнлерех пулнине пĕлтĕм. Чи нумаййи – 26, чи сахалли 7 ача пулнА. Кăçалхи вĕренӱ çулĕнче Чутей шкулĕнчи 4-мĕш класра 4 отличникпа 5 ударник вĕренет.
Ĕçри çитĕнӱсемшĕн В. Андреевана Чăваш Республикин, Раççейри тата республикăри вĕрентӱ ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вĕренекенĕсем те тĕрлĕ тупăшусенче çĕнтерсе парнесене тивĕçнĕ.
Валентина Романовнăпа Геннадий Ильич хĕрпе ывăл çитĕнтерчĕç. Женя Шупашкарти аслă шкулта финанспа кредит факультетне пĕтернĕ.. Ҫемйинче 3 çулхи Илья çитĕнет. Машăрĕ те аслă пĕлӱллĕ.
Таня Чăваш патшалăх университетĕнче истори тата экономика факультечĕсене пĕтерсе икĕ диплом илнĕ. Мăшăрĕпе Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ.
Хисеплĕ вĕрентекенĕн мăшăрĕ Геннадий Ильич та ялта ятлă-сумлă çын. Вăл 16 çул Чутей хуçалăхĕнче машинăпа трактор паркĕнче бригадирта, халĕ сакăр çул ĕнтĕ Кăнтăр электричество сечĕн Тăвайри уйрăмĕнче водительте ĕçлет.
Чи ăшă кăмăл-туйăмлă та çирĕп чунлă ĕçтешĕме Валентина Романовнăна ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, ырă пурнăç сунас килет.