Чутей ялĕнче кăрлачăн иккĕмĕшĕнче кун çути курнă Лена ятлă хĕр пĕрчи. Йышлă (виçĕ ывăл та 2 хĕр), тăн-тăн та ĕçчен çемьере çитĕннĕ. Вăл 1973-мĕш çулта ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн ,вăтам пĕлӱ илес тĕллевпе, Тĕмер ялне çуран çÿренĕ. Икĕ çултан вăтам кÿршĕри Амалăх шкулне пионер вожатăйра ĕçлеме чĕнсе илнĕ хастар çамрăка. 1977-мĕш çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет . Алла специальность илсен пĕр çул район центрĕнчи садикре вăй хурать. Унтан тăван ялĕнче тĕпленет. Малтан пилĕк çул хушши шкулта воспитательте ĕçлет. 1986-мĕш çулта тин çеç çĕкленсе ларнă «Хĕвел» садик заведующине лартаççĕ Елена Куприяновнăна. Шăп вунă çул вăй хурать вăл çак пархатарлă ĕçре. Чи малтан ачасен шучĕ тăхăр вун саккăра çитнĕ, тăватă ушкăн пулнă. Садик хупăннă хыççăн хастар хĕрарăм Чутейри вăтам шкула вожатăй ĕçне куçать. 2008-мĕш çултанпа –шкулти социаллă педагог вăл. Ҫак чăваш хĕрарăмĕ çинчен «пушар лаши пек» тесен те пĕрре те пăсăк пулмĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Унсăр шкулти пĕр мероприяти те иртмест. Вĕсене лайăх йĕркелесе ертсе пырать.Чĕлхи-çăварĕ çепĕç, алли-ури вăр-вар; сасси-куллипе те, хусканăвĕ-вылянăвĕпе те, çирĕплĕхĕпе те маттур хĕрарăм. Тепĕр чухне шкулти учителĕн каймалли е сăлтавпа килейменни пулать, Елена Куприяновна вара хăйĕн пуян опычĕпе ачасем патне кайма яланах хавас. Тĕрлĕ вăйă, конкурс ирттерет, актуаллă темăсем уçать. Тăрăшнине кура çитĕнĕвĕ те. Унăн воспитанникĕсем районти тĕрлĕ ăмăртусенче, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсем йышăннă.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна район администрацийĕн вĕрентӱ пайĕн Хисеп грамотисене парса чысланă.
Ĕçтешĕмĕр кун-çулне Чутей каччипе Николай Иванович Медведевпа çыхăнтарнă. Мăшăрĕ те чăн-чăн арçын, çеьешĕн шанчăклă тĕрек тата хӱтлĕх. Малтан Çĕрпÿ хулинче ял хуçалăх техникумĕ пĕтернĕ, ун хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван ялта фермăра тĕп зоотехникра, каярах тĕп инженерта вăй хунă. Медведевсем тăватă ача çитĕнтернĕ. Пĕри тепринчен маттур, ашшĕ-амăшĕ пекех хÿхĕм те ĕçчен, пурте аслă пĕлÿллĕ.. Аслă хĕрĕсем хăйсен çемйисемпе Мускавра пурăнаççĕ. Аня Хусанти химипе технологи университетĕнче вĕреннĕ. Оля Шупашкарти педагогика тата Мускаври гуманитприпе экономика институчĕсенче вĕренсе икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Женя та, çемьеллĕ, Хусанти экономика институтне пĕтерсе Шупашкар хула администрацийĕнче ĕслет. Чи кĕçĕнни, Иван, Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Краснодар хулинче çар тивĕçне пурнăçлать.
Хаклă ĕçтешĕмĕрĕн тăватă мăнук. Асли виççĕмĕш класа çÿрет.
Çур ĕмĕре çитнĕ Елена Куприяновнăн мăшăрĕпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе пурнăç тăршшĕпех савăнса пурăнмалла пултăрччĕ.Турă телей, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ патăрччĕ.