Мана килĕшекен професси

     Валентина Андреевна Элпи ача-пăча валли чылай хайлав çырнă. Кашни хайлавĕ хăйĕн пекех ачасене маттур, ĕçчен, чăтăмлă, правур пулма вĕрентет. Акă унăн «Аппапа пĕрле» хайлавне вуланă хыççăн вĕренекенсем хăйсене килĕшекен професси çинчен каласа пачĕç.

 

Кошкин Никита

Эпĕ ÿссен выльăх-чĕрлĕх пăхакан пулас тетĕп. Мана ытларах килти чĕр чунсем килĕшеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене мĕн пĕчĕкрен ачашласа, юратса ÿстерме меллĕ. Вĕсем яланах килте, тискер чĕр чунсем пек аякра мар. Манăн чĕр чунсем яланах тутă пулĕç.

 

Варвара Скворцова

Эпĕ ÿссессĕн кондитер пуласшăн. Çак профессипе ĕçлекен питĕ тутлă, сĕтеклĕ тата илемлĕ апат-çимĕç пĕçерме пĕлмелле. Мана анне  пĕчĕкренех тĕрлĕ  апат  пĕçерме вĕрентсе пырать. Хам печени пĕçерме пĕлнĕшĕн те савăнтăм, пĕрле вĕренекенсене хăналарăм.

 

Горшкова Ксюша

Мана врач-педиатр ĕçĕ питĕ килĕшет.  Эпĕ пĕчĕк ачасене питĕ юрататăп. Çавăнпа та пулĕ кашниех сывлăхлă та савăнăçлă пулччăр тетĕп. Ку ĕçе суйлама мана атте çулĕ пулăшать.

 

Анастасия Колотушкина

Мана кĕçĕн класс учителĕн ĕçĕ питĕ кăмăла каять. Мĕнлерех интереслĕ кĕçĕннисен пурнăçĕ! Пĕрремĕш вĕрентекен, пĕрремĕш юлташсем, шкул еннелле тăсăлакан сукмак, парта хушши, кĕнеке, сумка, шăнкăрав – пурте ачана  шкула илĕртет. Хамăра кĕçĕн класра вĕрентнĕ учительеница Алена Николаевнăна тав тăватăп. Манăн та ун пекех тăрăшуллă пуласчĕ

 

Аркадий Егоров

Мана килĕшекен професси вăл – вăрманçă. Эпĕ вăрман ăшĕнче пурăннăран пулĕ лесник пуласшăн.  Вăрманти уçă сывлăш,  унти кайăк-кĕшĕксен илемлĕ юрри, чĕр чунсен пурнăçĕ тыткăнлать. Вăрман – пирĕн пуянлăх, унăн мулне ÿстермелле.

 

Сергей Алексеев

Строитель пуласси – ман пысăк ĕмĕт. Çÿллĕ те пысăк   çуртсенчи хăтлă хваттерсем  çынсене савăнтарĕç. Вĕсем унта килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнĕç.

 

Наташа Колотушкина

Манăн анне почтальонка пулса  ĕçлет. Ял çыннисене тĕрлĕ хаçат-журналпа вăхăтлă тивĕçтерни ырă ĕç тесе шутлатăп. Вĕсене унăн хăвăртрах ăшă хыпар пĕлтерсе савăнтарасси килет. Уйрăмах ватă çынсем килех пырса панăшăн аннене тав сăмахĕ калаççĕ.

 Олеся Захарова

Манăн та пысăк ÿссен ача- пăча тухтăрĕ пулас килет. Унта эпĕ пĕчĕк  ачасене пăхăп. Вĕсем  пуçне тытни, урисемпе тапкалашни, аллисемпе хăлаçланни ,  илемлĕ  пÿплени маншăн питĕ интереслĕ. Мĕншĕн тесен манн икĕ уйăхри пĕчĕк йăмăк пур. Эпĕ  пĕчĕк ачасене юрататăп, çавăнпа та эпĕ пысăк ÿссен врач педиатр пуласшăн.

 

Андрей Волков

Эпĕ машинăсене питĕ юрататăп. Манăн ÿссен  таксист пулас килет. Ку професси ман пуçра кино курнă хыççăн çуралчĕ. Çул çинче çÿресси çăмăлах мар пулин те ку ĕç мана килĕшет. Çынсене кирлĕ çĕре вăхăтлă илсе çитерме тăрăшăп, вĕсем уншăн савăнĕç.

Наталья Иванова

Мана кондитер профессийĕ килĕшет . Манăн питĕ илемлĕ, темĕн пысăкăш торт пĕçерес килет. Ĕмĕтĕм пурнăçлантăрччĕ.