Кăрлач уйăхĕн15-мĕшĕнче пилĕк урок хыççăн «Тăван чĕлхе илемĕ» кружок ачисемпе çил-тăман вĕçтерсе кайнă хыççăнхи çулсем çинчи кĕртсене пăхмасăрах вăрман еннелле çул тытрăмăр. Хĕллехи вăрман илемĕпе киленсе ферма территорине çитрĕмĕр. Часах ферма алăкĕ патне чарăнтăмăр . Йытă питĕ вĕрнĕрен кăнтăрлахи хÿралçă Сергей Геннадьевич Кабартов тухрĕ. Вăл пире ферма тăрăх паллаштарса çÿреме хаваспах килĕшрĕ. Чи малтан кунти ĕçченсен канмалли пÿлĕмĕпе паллаштарчĕ. Унта тирпейлĕ, таса; кунтах видеокамера та пур. Стена çумĕнче çакăнса тăракан сводка çинче ĕнесен сăвăмĕ ÿссе пынине асăрхарăмăр.. Тăватă доярка сăвăмĕ малтанхи уйăхсеннче 900 литр пулнă, халĕ вара – 1200 литртан та ирттернĕ. Титова Натальйăн сăвăмĕ вара чи пысăк шайра. Ун хыççăн сĕт пуçтаракан пысăк цистерна патĕнче чарăнтăмăр. Пире хуралçă çак цистернăна сĕт пăрăх тăрăх епле килни çинчен каласа кăтартрĕ. Малалла ĕнесем тăракан цеха кĕтĕмĕр. Тăватă ретпе тăрса тухнă ĕнесем. Кашнин умĕнче техĕмлĕ апат, шыв пур. Пĕр ÿркенмесĕр ретри ĕнесене шутласа тухнă хыççăн ик çĕре яхăн ĕне пулнине пĕлтĕмĕр. Кунта (Голландирен илсе килнисем илемлĕреххине палăртрĕç ачасем) шултра мăйракаллă выльăхсене мĕнле апатлани, епле шăварни çинчен каласа пани интереслĕ пулчĕ. Ачасен тĕрлĕ ыйтăвĕ çине хуравлама тăрăшрĕ пире ертсе çÿрекен. Кунсăр пуçне тепĕр икĕ цех: пушмак пăрусемпе çамрăк пăрусем пуррине (Фермăри силос-сенаж шăрши ачасемпе пĕрле килнех ерсе пынă иккен).Экскурсирен таврăннă чухне ачасем выльăх-чĕрлĕхе юратасси, ачашласси, хыркăчласси çинчен калаçрĕç, ферма ĕçченĕсен ĕçĕ çăмăл маррине туйрĕç. Çак кунхи экскурси пуриншĕн те асра юлĕ.