Ачасене упрар

Чутейри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỳ паракан шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ.    Малтанах шкул ачисем аннесен кунĕ ячĕпе саламласа хаваслă  концерт кăтартрĕς.    Г.Филиппова ашшĕ- амăшĕсене шкулти чĕрĕк итогĕсемпе паллаштарчĕ.

    Е. Медведева социаллă педагог «Ачасемпе хаяр пулнǎшǎн явап тыттарасси» темăпа калаςу ирттерчĕ.

    Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕсем ачасем ςине алă хуни, йĕркесĕр вăрςни, хушăран вĕлерекенсем те пулни çинчен чарǎнса тǎчĕ.. 

    Калаçу умĕн  вǎл  шкул ачисемпе анкета ирттернĕ. Унта хутшǎннисен хуравĕсем тăрăх  ялта  хăйсене ачасемпе йĕркесĕр, хăрушла тытакан ςемьесем ςукки курǎнчĕ. «Çак лару-тǎрура эсир мĕн тунă пулăттăр?»  калаςăва  пухăннисем активлă хутшăнчĕς.

    В. Быковăн  «Я больше туда не вернусь» фильма  ашшĕ-амăшĕ те куςςульсăр пăхаймарĕς . Киревсĕр пурнăςпа пурăнакан ςемьери ачасем хăйсем ςине алă та хураςςĕ. Вĕсен телей те, малашлăх та ςук.

     Ачасем - пурнăς чечекĕсем, çĕр-шыв пуласлǎхĕ пуласлăхĕ. Вĕсене пирĕн куς шăрςине упранă пек упрамалла.

       Малалла   В. Волкова библиотекарь кĕнкесен фончĕпе паллаштарчĕ  тата

ςитес ςул ачасене учебниксемпе тивĕςтересси пирки каларĕ.

       Юлашкинчен  шкул директорĕ Л.В. Бельский ашшĕ- амăшĕсен комитетне суйласси пирки чарăнса тăчĕ. Кунта : А.Петрова , Е. Шамбулина, Т. Волкова, Ю. Белков, С. Колотушкина, О. Ефимова, Т. Яклашкина. 

   Ачасене пурǎнма тивĕçлĕ условисем туса парас, тĕрĕс çул çине тǎратас ыйтусем тĕп вырǎн йышǎнчĕç пухура.    Пуху вĕςленсен  ашшĕ-амăшĕ хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе уйрăм класс ертỳςисем патне пухăнса  канашларĕ.