Асра тытар,хисеплер

   «Анне!» пĕрремĕш сǎмах калать ача. Мĕн тери ǎшǎ,çепĕç вǎл. Анне - пирĕн пурнǎç,пирĕн телей.  Чун тĕпренчĕкĕсем сывă ỳсчĕр тесе тăрăшать.

    Ĕлĕкхи вǎхǎтра ачасене ÿстерме  тата йывǎр пулнǎ . Кашни çемьере 9-12- шер  ача ςитĕннĕ. Чутей ялĕнче  «Ача амǎшĕ- героиня» ята  илнĕ хĕрарǎмсем: И.Шерне, Е.Куракина, Е.Козлова. (10-11 ачаллǎ). А.Львова /9ачаллă/. А.Чайкина, Е.Андреева, З.Яклашкина, Т.Кабартова, М.Васильева, А.Жаркова, А.Башмакова, З.Сорокина /8ачаллă/    Пилĕк -çичĕ ачаллă ςемье те сахал мар. Вĕсем пурте «Ача амǎшĕн мухтавĕ» ордена тивĕçнĕ.  З.М.  Яклашкинана 85 çул тултарнǎ ятпа саламлатпǎр .   

      Ялти  чи ватǎ хĕрарăмсенчен пĕри- Анна Анисимовна Чайкина. Вǎл 1914 çулта Анисимпа Дарья Цветковсен çемйинче çуралнǎ. Халĕ 98 çулта . Вĕсен 11 ача пулнǎ.Кил хуςалăхра нумай выльǎх усранǎ. Ачисем пур  ĕçе хутшǎннǎ: пир, кавир  тĕртнĕ. Колхозра тырǎ сǎвǎрнǎ, вǎрçǎ вǎхǎтĕнче траншея чавнǎ .

           Анна ял Совет секретарĕнче ĕçленĕ Алексей Чайкинпа мǎшǎрланса 8 ача пǎхса ÿстернĕ.Кайǎк чĕпписем ÿссе çитĕнсен йǎваран епле вĕçсе тухса каяççĕ, çапла ачисем те çĕр-шывǎн тĕрлĕ кĕтесне саланнǎ. Георгий- Белгород облаçне, Рейн-Красноярска, Аля - Магнитогорска, Миша - Коми, Зоя- Пушкăрт Республикине, Коля - Норильска/халĕ Чутейре/,  Виталий - Çĕнĕ  Шупашкара, Валерий- Шупашкара. Анна Анисимовна колхозра тĕрлĕ ĕçре ĕςленĕ. Пенсие тухсан та тǎван колхоза пулǎшнǎ. Ĕç ветеранĕ,вǎрçǎ вǎхǎтĕнче ĕçленĕ .Нумай ача пǎхса ÿстернĕшĕн 1-3 степеньлĕ «Ача амǎшĕн мухтавĕ» орденсем тата ытти наградăсем илме тивĕçлĕ пулнǎ.

       Калаçǎва  93 çулхи  йǎмǎкĕ Перасковья Шамбулина хутшǎнчĕ . « Халĕ аса илетĕп те ĕлĕкхи пурнǎç питĕ йывǎрччĕ.Нумай нуша курнǎ .Атте ир вилчĕ

   Тĕмере вĕренме кайма укçа кирлĕ, çавǎнпа ялта 4 класс çеç пĕтертĕм.

Ятак çĕр панǎ – арçынсене кǎна. Хамǎр çĕр çинче тырǎ акса тунǎ.Йĕпреçе арман авǎртма кайнǎ.Вǎрман каснǎ. Лашапа пǎр çулĕпе пǎравуссем валли  чукун çул патне вутǎ турттарнǎ. Çĕмел çапнǎ, тырǎ сǎвǎрнǎ, алланǎ. Канаша тырă леςнĕ Темле ĕç те тунǎ.

   Эпир  мǎшǎрпа 7 ача пǎхса ÿстертĕмĕр. Ун чухне больницǎра çуратман, килтех. Ача çуратнǎшǎн отпуск та  паман. Пĕчĕклех киле пǎрахса хǎварнǎ та ĕçе тухса кайнǎ. Хǎш чух бригадирсем те пĕлместчĕç , тепĕр куннех ĕçе чĕнетчĕç. Йывǎрччĕ  ачасене ÿстерме. Ĕлĕкхипе танлаштарсан,  хальхи саманара пурǎнма ырлǎх  ĕнтĕ. Савǎнса кǎна пурǎнас пулать те…»,- тесе вĕçлерĕ хǎйĕн сǎмахне Праски аппа. Вǎл та  «Ача амǎшĕн мухтавĕ» ордена, «1941-1945 ςулсенчи Тăван ςĕр-шывăн Аслă вăрςи вăхăтĕнче хастар ĕςленĕшĕн" медале илнĕ.    Сǎмах май каласан,  Зоя Матвеевна Яклашкинан, 20 çулхи хĕрĕн кǎкǎрĕ çине те, 1947 çулта çакса янǎ ςак медале.

        Хальхи вǎхǎтра нумай ачаллǎ аннесен шутне  Т.Яклашкинана, Л.Михайлована , Н.Малована, Г.Петрована., О.Чайкинана, Е.Шернене, Е.Шамбулинана  кĕртмелле. Пурин ячĕсене  те аса илеймерĕм пулĕ, каçарччǎр.    Аннесене мухтав! Упрар, хисеплер, пулăшар вĕсене, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-ςул сунар!    

   

                                                                                                                                               З. Иванова .

                                                                                                                                     Чутей ялĕ.