Поэта асăнса

Çеςпĕл Мишши ςуралнăранпа 113 ςул ςитсе пырать. Çавна май кĕрхи каникулта улттăмĕш класс ачисем шкула пуςтарăнчĕς. Кашни ача классикăлла поэт ςинчен сăвă ăсталама тăрăшрĕ. Ачасем поэтăмăр ςинчен хайланă сăввисене каласа пĕр-пĕринпе ăмăртрĕς. Чи лайăх вулакансенчен Ксюша Горшкова палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна - Варвара Скворцова, виςςĕмĕш вырăна Сергей Алексеев йышăнчĕ. Юлашкинчен Çеςпĕл Мишшине  асра тытса ун сăввисем тăрăх ỳкерчĕксем ỳкерме ĕς илчĕς ачасем.