Эрнекун, чŷк уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлỳ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсем Амалăх ялĕнчи культура ςуртне ςул тытрĕς. Унта вĕсене клуб заведующийĕ Г.Н.Петрова тараватлăн кĕтсе илчĕ.
Пуςтарăнмалли вун тăхăр ашшĕ-амăшĕнчен вун улттăшĕ килчĕς. Пухăва пуςласа яма шкулти соцпедагог Е.К.Медведева сăмах илчĕ. Чи малтан пĕр-пĕринпе паллашни пулса иртрĕ. Соцпедагогăн чĕринчен тухакан ăш пиллĕ сăмах, вăл ертсе пыракан вăйă-ыйту-хурав кашни ашшĕ-амăш чĕрине хускатрĕ. Шкул директорĕ Л.В.Бельский амăшĕсемпе шкул ачисен вĕренмелли кĕнекисем пирки сăмах илчĕ. Малалла кашни вĕрентекен хăйсене пăлхантаракан ыйтусене хускатрĕς. Кĕςĕн классенче вĕрентекен В.Р.Андреева ачана мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕ пулăшса, ςирĕп кун йĕркине пăхăнса пымаллине чĕререн каларĕ. «Лаша пуласси –тихаран, ςын пуласси ачаран паллă» текен ваттисен сăмахне ςирĕплетсе пачĕ. Залра ларакансем пурте ачасен пуласлăхĕ чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен килнине ăнланчěς. Пухăва килеймен виςĕ ашшĕ-амăшĕ патне кил тăрăх кайма та ỳркенмерĕς вĕрентекенсем.
Пуху хыςςăн вĕренỳре ỳсĕмсем пуласса шанас килет.