Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Тăван чĕлхе илемĕ» кружока çÿреме кăмăл пур ачасем 206-мĕш пÿлĕме пуçтарăнчĕç. Чи малтан кружокра ĕçлеме палăртнă тĕллевсемпе, задачăсемпе паллашрĕç. Унтан иртнĕ çулсенче хатĕрленĕ альбомсемпе, ÿкерчĕклĕ хайлавсемпе интересленсе савăнчĕç. Малашне те шкул ачисен пурнăçне кăтартакан ĕçсем тума ĕмĕтленчĕç. Заняти вĕçĕнче ачасем доска умĕнче тĕрлĕ шÿтлĕ вăйă-ыйтупа тупăшрĕç.