Авăн уйăхĕ – ылтăн кĕркунне вăхăчĕ. Куçа шартаракан илем пурне те урама тухма илĕртет. Кантăкран курăнса ларакан сап-сарă хурăнсем йыхравланăн , пилĕк урок хыççăн 6-мĕш класс ачисем çывăхри хырлăх урлă ялти ферма территорине çитсе килчĕç. Хăйсен ертÿçипе çамрăк выльăх-чĕрлĕх патне çитсе вĕсене юратасси, ачашласси, хыркăчласси çинчен калаçрĕç. Çула май çут çанталăк илемĕпе киленчĕç, тĕрлĕ йышши кăмпапа паллашса çиме юрăхлине пĕлчĕç. Хĕвеллĕ кунхи экскурси пуриншĕн те усăллă пулчĕ.