Сывлăх – чи хакли

                   Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкишĕн çунать, сывă та тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн тăрăшать. Вĕсемпе пĕрлех вĕрентекенсемпе сывлăх хуралçисем те ачасен  çирĕп сывлăхĕшĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Кунсерен, çулсерен ÿссе, тĕрекленсе пырать ачасен ÿсĕмĕ. Авăн уйăхĕнче çÿллĕшне , йывăрăшне виçĕнме шкул медпунктне çитрĕмĕр. Ачасемшĕн те ку пĕлме интереслĕ. Шкулти медсестра Р.Г.Гаврилова «Тасалăх – пирĕн сывлăх» темăпа калаçу ирттерчĕ.Вăл тĕрлĕ сĕнÿ, канаш пачĕ çитĕнсе пыракан хĕр ачасемпе арçын ачасене. «Кун режимне çирĕп тытса пырасси, яланах таса кĕпе -йĕмпе, ăшă тумтирпе çÿресси, спортпа туслă пуласси, çут çанталăкпа киленесси, хăвна лăпкă тытасси те – пурте сывлăхшăн. Хăвăр сывлăхăра куç шăрçине упранă пек упрăр» - терĕ медсестра.