Педагог-пенсионер патĕнчи пулăшу

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пиллĕкмĕш класс ачисем Гришина  Г.Е. пенсионер патĕнче пулчĕç. Вĕсем унта тĕрлĕ ĕç туса пулăшрĕç. Хĕр ачасем кил-çуртра тирпейлерĕç, арçын ачасем картишĕнче ĕçлерĕç: утма çула юсарĕç, çÿп-çапа пуçтарса шăлса тасатрĕç, пахча çимĕç шăварма  пичкесене шыв тултарчĕç, выльăх-чĕрлĕхне апатларĕç, шăварчĕç. Ватă çынна усă кÿнĕшĕн вĕренекенсем савăнчĕç. Татах та килсе пулăшма кăмăл турĕç.