Ака уйĕхĕн 25-мĕшĕнче пиллĕкмĕшпе улттăмĕш классенче «Тăван чĕлхене пĕлетпĕр-и?» викторина иртрĕ» . Н.К.Филиппова вĕрентекен И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Ун хыççăн ачасен икĕ ушкăнĕ кăсăклă ыйтусем çине хуравларĕç. Ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, чĕлхе терминĕсене, литература сăнарĕсене пĕлессипе ăмăртрĕç ушкăнсем. Вăрăм сăмахран тĕрлĕрен ытти сăмахсем тупассипе улттăмĕшсем мала тухрĕç. Вăйă ачасене хаваслă кăмăл- туйăм парнелерĕ.