Нарăсăн 21-мĕшĕнче Чутей шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем ашшĕсене йыхравласа «Айтăр-ха арçын ачасем!» ăмăртăва хутшăнчĕç. Анастасия Колотушкина тата Варвара Скворцова «»Çĕршыв хÿтĕле[i]вçисен кунĕ» сценарипе уяв пуçларĕç. Чи малтан класри арçын ачасем ашшĕсене саламласа паттăрлăх сăввисем вуларĕç. Ун хыççăн пилĕк тĕрлĕ ăмăрту пĕрин хыççăн тепри куçса пычĕç. Çăмхана карçынкка ăшне тĕл кĕртесси. ачасен ăс-какăлне тĕрĕслесси, çĕр улмие таса та хăвăрт шуратасси, çĕр çинчен туртăнасси, хăмпă хăпартса унпа сикесси - вăйăсем кăсăклă пулчĕç. «Чи маттурри», « Чи хавасли», «Чи ăсли», « Чи вăйли», «Чи çăмăлли» ятсенче çĕнтерсе «медальсене» тивĕç пулчĕç ăмăртакансем. Çак уява пуçтарăннă ашшĕсем, амăшĕсем. кукамăшĕсем савăнăçлă юлчĕç.