Вĕренÿ çулĕн чи вăрăм чĕрĕкĕ- виççĕмĕшĕ. Хальхинче зпир тата та тăрăшарах вĕренес ĕмĕтпе пурăнатпăр. Пирĕн класра пурĕ те вун пĕр ача. Ксюша Горшковăпа Настя Колотушкина пур предметпа та «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ. Тусĕсенчен Варвара Скворцова пĕрре те юласшăн мар. Вăл та кашни урока тĕплĕн хатĕрленет, çĕнĕ шухăшсемпе савăнтарма тăрăшать. Хальлĕхе Олеся Захарован математикăпа кăна «виççĕ» тухнă. Тăрăшуллăскер çак палла тÿрлетме пĕтĕм вăйне хурать. Вĕренÿре кăшт юлса пыракансене тусěсем çийěнчех пулăшма васкаççĕ. Кĕнеке пĕлÿ çăл куçĕ пулнине шута илсе ачасем нумайрах вулама тăрăшаççĕ. Анчах пурте мар. Çавăнпа та илемлĕ литературăпа туслах маррисене малта пыракансем асăрхаттарма ÿркенмеççĕ. Усси пурах кун пек тунин. Халь чылайăшĕ кĕнекепе туслашма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ.Класс чăннипех те туслă . Темĕн те тума тăрăшатпăр. Хальтерех кăна пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр –вĕçен кайăксем валли срăшсем ăсталарăмăр. Паян унта çунатлă т уссем эпир хурса панă апатсене сăхаççě. Сивě кунсенче те вěсем тутă пулěç, шăнмěç. «Кайăксем-пирĕн туссем, вĕсем пире савăнăç парнелеççĕ»,- теççĕ ачасем. Унсăр пуçне «Ачасене-шоколад», «Кĕмĕл каток» акцисене хаваспах хутшăнатпăр. Класс шкул мероприятийěсенче, ăмăртăва, вăййа хаваспаххутшăнма тăрăшатпăр