Паян, нарăсăн 2-мĕшĕнче, шкулсенче «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Чутейри вăтам шкулта ку вăййа 3-11 классенчи 42 ача хутшăнчĕ. 2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вĕренекенсем уйрăмшарăн тупăшрĕç. Вĕренекенсем чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтупа паллашса пĕрер хурав суйларĕç..
Ака уйăхĕнче, бланксене тĕрĕсленĕ хыççăн, кашни вăййа хутшăнакан тивĕçлĕ сертификат илĕ, пултаруллисем дипломсемпе парнесемлĕ пулĕç.