Савăнăçлă ирттерчĕç

Чутейри вăтам шкулта   вĕренекенсем тĕрлĕ кружока çÿреме юратаççĕ.  Николай Петрович Ширяев ертсе пыракан «Ăста алăсем» ятлинче вара яланах ачасем йышлă. Нумаях пулмасть вĕсем сырăшсем ăсталаса пахчари йывăçсем çине çакрĕç.  Вĕçен кайăксем хăйсен ĕçне хăвăртрах «хаклама» пуçлаччăр тесе çăкăр тĕпренчĕкĕсем, тырă пĕрчисем тата ыттине хурса пачĕç. «Малашне кайăксене апатлантарăпăр»,- тесе сĕнчĕ Л. Михайлова учительница.

«Кайăк-кĕшĕк столовăйĕ», «Ачасене-шоколад», «Кĕмĕл каток» акцисене хаваспах хутшăнчĕç чутейсем. Юр кĕлеткесем тума та кăмăлларĕç. Шкул картишне тĕрлĕ сăнар илемлетет. Унтан уçă сывлăшра вылярĕç ачасем. Класа кĕрсен  Мария Ухсай çырнă  «Ирхи сывлăм» калав вуларĕç. Чутейри шкулта  çапла савăнăçлă иртрĕç иккĕмĕш чĕрĕкĕн юлашки кунĕсем.

 

Михайлова Л.А., вĕрентекен.