"Атьăр-ха, арçын ачасем"

 Çакнашкал хаваслă ятпа Чутейри вăтам шкулта вăйă иртрĕ.1-4 классенчен 3 команда йĕркеленĕ. Çăлтăр, Хĕвел тата Туслăх ятлă пачĕç вĕренекенсем хăйсен ушкăнĕсене. Командăсем пĕрешкел очко пухрĕç. В.С.Куприянова учительница вĕсене пылак çимĕçсем парса хавхалантарчĕ.

Ачасем уçă сывлăшра та тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, йĕлтĕрпе, çунапа ярăнаççĕ. Юр нумаййипе савăнса пĕчĕкскерсем "Ту патши" ятлă вăйăра хăйсен кăмăлне çĕклеççĕ.

А.Гурина, вĕрентекен.