Асăну кунĕ иртрĕ

         Афганистанра вăрçă 10 çула яхăн пынă. 22 çул каялла, нарăс уйăхĕн 15-мĕш кунĕнче, Раççей çарĕсене илсе тухнă унтан. Миçе çамрăк салтак пуçне хуман-ши çав никама кирлĕ мар вăрçăра?

          Вăхăтсăр пуçне хунă воин-интернационалистсене асăнса Чутейри вăтам шкулта веренекенсем чăрăш лăссисенчен хатĕрленĕ гирлянда хучĕç ялти палăк умне.

А.Гурина, вĕрентекен