Ватă çынсем... Вĕсене яланах пулăшу кирлĕ. Аслă ăрурисем хăвăрт çÿреймеççĕ, йывăр ĕçсене тĕплĕ тăваймаççĕ, хăш-пĕрисем тăтăшах чирлекелеççĕ. Чутейри вăтам шкулти “Тăван чĕлхе илемĕ” кружока çÿрекенсем çакна лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа ватăсем патне пулăшма васкаççĕ ачасем час-часах.
Малтанах Чутейри Галина Егоровна патне çитрĕç вĕренекенсем. Картишĕнче юра тасатрĕç, сакăр кĕреçе выляса кăна тăчĕ ачасен аллинче. Хăш-пĕрисем колонкăран шыв кайса ăсрĕç, пÿртри флягăсене тăрă шывпа тултарчĕç. Сарайĕнчен вутă илсе кĕрекенсем те, выльăх-чĕрлĕхе апатлама пулăшакансем те хавхаланса ĕçлерĕç. Картишĕнчи тарасана юртан лайăх тасатрĕç, ватă çынна шыв ăсма май туса пачĕç. Питĕ хĕпĕртесе юлчĕ кинемей.
Тепрехинче Чутейри Раиса Колотушкинана пулăшма кайрĕç кружока çÿрекенсем. Хĕрарăмăн çурчĕ патнелле, юра тасатса, сарлака çул хыврĕç.
Çакнашкал ырă ĕçсене Николай Гордеев, Гена Степанов, Дима Степанов, Оксана Титова, Лида Шоркина, Мария Михайлова, Таня Походкина, Виктория Куприянова, Сергей Колотушкин, Диана Ефимова, Кристина Алексеева, Анастасия Гордеева, Вера Цырульникова тата кĕçĕн класри Наташа Колотушкинапа Леня Фомин хаваспах хутшăнаççĕ.
“Ватă çынсене пĕччен пурăнма кансĕр, çавăнпа эпир вĕсене пулăшма яланах хавас”, – теççĕ Чутейри шкулта вĕренекенсем.