Ваттисен кунĕ

    Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ваттисен кунĕ ячĕпе хаваслă уяв пулса иртрĕ. Виçĕ-тăватă кун маларах йыхравласа чĕннĕ ватăсем шкула пĕр сехет тĕлне йышлăн пухăнчĕç. Районтан килнĕ Чайкин Валерий Васильевич тата Титова Алина Генриховна пуçтарăннă ватăсене ăшшăн саламласа пурнăçра ырлăх-сывлăх, канăçлă ватлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç. Çавăн пекех ырă сăмахсем каласа шкул директорĕ Н.В.Большов, ялти ветерансен Совечĕн председателĕ В.В.Юркина ватăсен чунне хавхалантарчĕç.

Шкулта вĕренекенсем килнĕ хăнасене сăвă - юрăпа, инсценировкăсемпе савăнтарчĕç.