Çĕнĕ Ишпуçĕнчи 1960-мĕш çулта авăн уйахĕн 22-мĕшĕнче Николаева Елизавета Ефремовна çуралнă. Ÿснĕ, шкул вĕреннĕ. 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине малалла ăс пухма кайнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн Амалăх ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула ĕçлеме килнĕ. Кунта пĕр çул ĕçлесен тăван ялне куçнă. Ишпуç ялĕнче виçĕ çул вĕрентсен çамрак хĕр çунатлă ĕмĕтсемпе аслă хуламăра, Шупашкара, çул тытать. Çулталăк хушши садикре вăй хурать. Хăйĕн мăшăрĕпе вĕсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтерсе ура çине тăратнă.
Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 31 çул. Ачасене питĕ юратса вĕрентет Елизавета Ефремрвна, вĕсене чăн-чăн çын пулма хистет, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕрентет. Ишпуçĕнче 24 çул вăй хунă хысçăн, Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă. Кăçалхи çул вăл пĕрремĕш класс ачисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ.
Хамăр юбиляра шкул коллективĕ ăшă салам, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул