Нумаях пулмастьЧутейри вăтам шкулта социаллă аталану, культурăпа спорт пайён пуçлăхĕ Г.А.Масленников, Тăвайри музыка шкулĕнче вĕренекенсем пулнă.
Чи малтанах Геннадий Арсентьевич сăмах илнĕ. Юпа уйăхĕнче çырав пуласси, асаннă кампани мĕн тума кирли пирки ăнлантарнă вăл ачасемпе вĕрентекенсене, ял-йыша.Чутейри юрă-ташă ăстисен филиалне уçасси пирки сăмах пынă. Ялти ватăсене В.В.Юркинапа Л.Н.Афоновăна районти ветерансен конференцине хутшăнма делегата суйланă.
Унтан Тăвайри музыка шкулне çÿрекенсен пултарулăхĕпе паллашрамăр. Хамăр ял хĕрачи, Диана Бараматова(5 кл.) ,"Уяв юррине" шăрантарчĕ. Александр Кондратьев "Çурхи илем" юрăпа сцена çине тухрĕ. Пухăннисем чылайччен алă çупса тав турĕç маттур арçын ачана. Концерт программи вĕçĕнче "Если с другом вышел в путь" ятлă юрра Сашăпа Валерий Чайкин залра ларакансене пĕрле юрлама хавхалантарчĕç. Çынсен кăмăлне çĕклереç çапла Тăвайĕнчен килнĕ артистсем.
Л.Михайлова, вĕрентекен. Чутей ялĕ.