Савăнăçлă тĕлпулу

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче информаци кунĕ тĕлне Чутей шкулне Тăвайĕнчен хăнасем çитрĕç. Унта культура çурчĕн ертÿçи Г.А.Масленников, район пуçлăхĕ çумĕнчи тĕп специалист В.В.Чайкин тата Тăвайĕнчи музыка шкулĕн воспитанникĕсем пулчĕç. Чи малтан пуçтарăннă ачасене, вĕрентекенсене, килнĕ ял-йыша сывлăх сунса хăйĕн сăмахне Г.А.Масленников пуçларĕ. Вăл çитес вăхăтра юпа уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче перепись пуласси çинчен, вăл мĕн тума кирли çинчен те ăнлантарчĕ. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чутей ял советĕнче ял администрации пуçлăхне суйласси, унта кандидата тăратнă çынсен ячĕсене асăнчĕ. Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тăвайĕнче кĕрхи пахча –çимĕçсен ярмарки пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Сăмах май, Чутей шкулĕнче те юрă-ташă ăстисен филиалне уçас  пирки  сăмах тапратрĕ. Ветерансен конференцине хутшăнма ялти хисеплĕ çынсене В.В.Юркинăпа Л.Н.Афоновăна пĕр шухăшлă пулса сасăларĕç.

Ял-йыша хисеп туса Тăвайсем концертпа килчĕç. Пултаруллă та маттур веренекенсем хăйсен юрри-ташшисемпе халăха савăнтарчĕç. Унта хамăр ял хĕр ачи уçă саслăскер Диана Бараматова (5 кл.) «Уяв юрри» юрă шăрантарчĕ. Куракансене пуринчен те ытларах «Çурхи илем» юррипе Александр Кондратьев килĕшрĕ. Концерт номерĕсене пĕтĕмлетсе Сашăпа В.В.Чайкин «Настоящий друг» юрра ял-йышпа пĕрле юрларĕ.  Çапла  тĕл пулусем ирттерни çынсен чунне савăнăç кÿрет.