Раççей шайĕнчи конкурс çĕнтерÿçи

Кăçалхи нарăсăн 12-15-мĕшĕсенче халăхсен хушшинчи “Ылтăн руно” вăйă-конкурса Чутей шкулĕнчен 21 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен улттăшĕ малтисен йышĕнче пулчĕ.

Татьяна Михайлова "11 класс" 180 балл пухса Раççей шайĕнче пĕрремĕш, дипломант пулса тăчĕ. Регионти конкурсра 5 класра вĕренекен Мария Михайлова çĕнтерчĕ. Сергей Яклашкин (8 кл.), Дмитрий Матвеев, Артур Филимонов (11 кл.), Елена Яклашкина (10 кл.) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕ хĕрача пирки пĕр-ик сăмах. Таня пур предметпа та “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Çулсерен олимпиадăсене хутшăнать. Кăçал технологипе виççĕмĕш, чăваш чĕлхипе иккĕмĕш пулчĕ.

Часах вĕренÿ çулĕ вĕçленет, пурне те экзаменсенче ăнăçу сунатпăр.

 

Сăн ÿкерчĕкре: конкурс çĕнтерÿçи Татьяна Михайлова.