Тăрăшса пĕлÿ парать

Чутейри вăтам шкулта хăйсен ĕçне чунтан парăннă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри – физикăпа математика предмечĕсемпе пĕлÿ паракан Зинаида Васильевна Цветкова.

Амалăх ялĕнчи хресчен кил-йышĕнче çуралнă вăл. 1967 çулта шкула çÿреме пуçланă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Тĕмерти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситета, физикăпа математика факультетне çул тытнă Амалăх хĕрĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1982 çулта Чутейри шкулта ĕçлеме пуçланă. Тепĕр икĕ çултан шкула вăтам пĕлÿ парасси çине куçарнă, З.Цветкова учительницăна директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕн ĕçĕсене туса пыма шаннă. Хастар хĕрарăм çак ответлă тивĕçе çичĕ çул хушши аван шайра туса пынă.

Вăтăр çула яхăн Зинаида Васильевна физикăпа математика предмечĕсемпе 6–11 классене çÿрекенсене вĕрентет. Ырă кăмăллă та тарават учительница вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнма пĕлет. Юлашки вĕренÿ çулĕсенче районта иртнĕ фестивальте уçă уроксем парса, I тата II степеньлĕ дипломсем илме тивĕçлĕ пулчĕ Чутейри вăтам шкул педагогĕ. Унăн вĕренекенĕсем те пултаруллă, Владимир Малов, Дмитрий Матвеев, Лариса Волкова, Татьяна Шамбулина, Ирина Мартынова çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарчĕç.

Ăшă чунлă хĕрарăм улттăмĕш класри ĕçсене йĕркелесе пырать. З.Цветкова кашни ачапа амăшĕ пек калаçать, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшать вĕренекенсене.

Нумаях пулмасть Зинаида Васильевна районти физик-ĕçтешĕсене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, уçă урок ирттерчĕ. Пухăннисем ăна çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунчĕç.